Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальхи чӑваш литература чӗлхинчи фонемӑсен (сасӑсен) составӗ

Чӑваш литература чӗлхинчи сасӑсене икӗ ушкӑна уйӑраҫҫӗ: уҫӑ сасӑсем тата хупӑ сасӑсем.
Тӗп чӑваш сӑмахӗсенче уҫӑ сасӑсем пурӗ 8, вӗсем ҫаксем: а, ӑ, е, ӗ, у, ӳ, ы, и. Тӗп чӑваш сӑмахӗсенче о сасӑ ҫук, вӑл вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсенче ҫеҫ тӗл пулать, ҫавӑнпа ӑна уйрӑм пӑхмалла.
Пулӑвӗ (е урӑхла каласан, пуплев органӗсем епле ӗҫлени) енчен пӑхсан, уҫӑ сасӑсене ушкӑнлама пулать. Кунта, чи малтанах, чӗлхе горизонталь майлӑ куҫнине шута илеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинчи уҫӑ сасӑсенчен хӑшӗ-пӗрисене каланӑ чух чӗлхе вӗҫӗ малалла туртӑнать, вӗсене _малти ретри уҫӑ сасӑсем_ теҫҫӗ: е, ӗ, и, ӳ (шкул учебникӗнче вӑл сасӑсене _ҫемҫе уҫӑ сасӑсем_ тенӗ); теприсене каланӑ чух чӗлхе тӗпӗ каялла туртӑнать, ҫавӑнпа вӗсене _кайри ретри уҫӑ сасӑсем теҫҫӗ_ (шкул учебникӗнче вӗсене _хытӑ уҫӑ сасӑсем_ тесе каланӑ), вӗсен шутне а, ӑ, ы, у сасӑсем кӗреҫҫӗ. Чӗлхе вертикаль майлӑ куҫнине шута илсе, уҫӑ сасӑсене виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ:

  • ҫӳлти пусӑмри уҫӑ сасӑсем: у, ы, ӳ, и;
  • вата пусӑмри уҫӑ сасӑсем: ӑ, э, ӗ;
  • аялти пусӑмри уҫӑ сасӑ: а.

Хӑшпӗр уҫӑ сасӑсене каланӑ чух тута активлӑ ӗҫлет, сасасем тутана малалла тӑсарах каланипе пулаҫҫӗ: у, ӳ. Ҫавӑнпа ку сасӑсене _тутапа калакан уҫӑ сасӑсем_ теҫҫӗ.
Хальхи чӑваш литература чӗлхинчи тӗп чӑваш сӑмахӗсенчи фонема пӗлтерӗшлӗ хупӑ сасӑсен хисепӗ пирки чӑваш чӗлхин тӗпчевҫисем пӗр шухӑшлӑ мар: пӗрисем, сӑмахран, В.Г. Егоров профессор 48 хупӑ фонема тенӗ; теприсем, сӑмахран, И.А. Андреев профессорпа А.С. Уськин доцент 38 хупӑ фонема пулать тенӗ. Юлашки ҫулсенче чӑваш чӗлхин фонетикине, техника хатӗрӗсемпе усӑ курса, чӑваш чӗлхин пӑллӑ тӗпчевҫисенчен пӗри В.И. Котлеев доцент ятарласа нумай тӗпчерӗ. Унӑн шухӑшӗпе чӑваш чӗлхинче 33 хупӑ фонема (сасӑ) тата 8 фонемоид (фонема евӗрлӗ сасӑ). Вӗсем ҫаксем:
  • фонемӑсем: в, й, к, л, л, м, н, н', п, р, с, ҫ, т, т', х, ч, ш, б, г, д, ж, з, з', ч), γ, в:, й:, л:, л':, м:, н:, н':, р: (кунта ҫемҫе хупӑ сасӑсене апостроф (') паллӑпа кӑтартнӑ; вӑрӑм хупӑ сасӑсене саспалли хыҫҫӑн икӗ пӑнчӑ лартса паллӑ тунӑ);
  • фонемоидсем (вӗсем пурте ҫемҫе хупӑ сасӑсем): в'; д', к', м', п', р', х', ш'. В. И. Котлеев вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ 3 фонемӑна кӗртет: ф, ф', ц. Пурӗ вара чӑваш литература чӗлхинче 44 хупӑ фонемӑпа фонемоид шутланать. Ку шутра б, г, д, ж тата ытти янӑракан сасӑсене кӑтартнӑ. Вӗсем вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑскерсем мар, тӗп чӑваш сӑмахӗсенчи сасӑсемех, тӗслӗхрен: упа (уба), ҫакӑ (ҫагӑ), атӑ (адӑ), ӑшӑ (ӑжӑ), усӑ (узӑ) т. ыт. те.

Астӑвӑр: упа (уба) тата паян сӑмахсенчи «п» саспаллипе кӑтартнӑ сасӑсем (ҫавӑн пекех ҫакнашкал тӗслӗхсенчи ытти саспаллипе (г, д, ж, з) кӑтартнӑ сасӑсем пӗр мар, вӗсем расна фонемӑсем (сасӑсем) шутланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене транскрипцире тӗрлӗ паллӑпа (п тата б) кӑтартаҫҫӗ. Каланӑ чухне те ку сӑмахсенчи сасӑсем тӗрлӗрен илтӗнеҫҫӗ. Вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмйхсенчи (бригадир, герой, завод) б, г, д, ж, з тата ытти сасӑсем хӑйсем расна система тӑваҫҫӗ. Эпир кунта вӗсене пӑхса тухмастпӑр. Пирӗн тӗллев — тӗп чӑваш сӑмахӗсенчи уҫӑ тата хупӑ сасӑсен системине тишкерсе тухасси.
Тӗп чӑваш сӑмахӗсенче маларах кӑтартнӑ 41 сасӑсӑр пуҫне (кунта вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ ф, ф', ц сасӑсене шута илмен) ыттисем те пулма пултараҫҫӗ; тӗслӗхрен, атте (ат:е), акка (ак:а), икӗ (иг'ӗ), эпӗ (эб'ӗ) т. ыт. те. Вӗсене фонетикӑра аллофонсем е _фонемӑсен варианчӗсем_ теҫҫӗ.
Хупӑ сасӑсене тунӑ ҫӗре тутапа чӗлхе хутшӑннине шута илсе, вӗсене тутапа калаканнисем (и, п', б, в, в', м, м', ф, ф'), чӗлхепе калаканнисем (й, л, м, н, р, л', м', р'? й:, л:, л':, м:, н:, н':, р:, к, с, ҫ, т, т', х, ч, ш, г, ч), д, ж, з, з', γ, д', к', х, ш', ц) ҫине уйӑраҫҫӗ. Сывлӑш юхӑмӗ ҫӑвар е сӑмса хӑвӑлӗ витӗр мӗнле майпа тухнине кура хупӑ сасӑсене тӗрлӗ ушкӑнсене уйӑрма пулать:
  • сывлӑш юхӑмӗ пуплев органӗсен чӑрмавне сирсе янине ҫӗнтерсе тухакан хупӑ саоӑсем — п, б, т, д, т', п', ч, к, г; д', к' (питӗрӗнчӗк х. с.);
  • сывлӑш юхӑмӗ пуплев органӗсем хушшипе хӗсӗнсе тухнипе пулакан хупӑ сасӑсем — ф', ф, с, з, ш, ж, ҫ, х, ж', γ, ш', х', з' (хӗсӗнчӗк х. с.);
  • сывлӑш юхӑмӗ сӑмса хӑвӑлӗ витӗр тухнипе пулакан хупӑ сасӑсем — м, н, н', м' (сӑмсапа калакан х. с);
  • сывлӑш юхӑмӗ чӗлхе ҫумӗпе хӗсӗнсе тухнипе пулакан хупӑ сасӑсем — л, л';
  • пуплев органе (чӗлхе) чӗтреннипе пулакан хупӑ сасӑсем — р, р' (чӗтренчӗк х. с.);
  • пуплев органӗсен тачӑ пӗрлешӗвӗ уҫӑлса пынипе пулакан хупӑ сасӑсем (тепӗр тӗрлӗ вӗсене аффрикатӑсем теҫҫӗ) — ч, ц, ч';
  • сывлӑш юхӑмӗ пуплев органӗсем хушшипе хӗсӗнсе тухнипе пулакан сасӑсем — в, в', й (хӗсӗнчӗк х. с.).

Пулу мелӗсем тӑрӑх хупӑ сасӑсене икӗ пысӑк ушкӑна уйӑраҫҫӗ:
  • янӑравлӑ хупӑ сасӑсем — в, й, л, м, н, р, в', л', м', р' (кӗскисем), в:, й:, л:, л':, м:, н:, н':, р: (вӑрӑммисем);
  • шавлӑ хупӑ сасӑсем — к, п, р, с, ҫ, т, т', х, ч, ш, б, г, д, ж, з, з', γ, ч, ч), д', к', х', ш', п', ф, ф', ц.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш чӗлхи ҫинчен ытти статьясене


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-11-29 12:40:45 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4526 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем